Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ ӳснӗ. Пӗлтӗр, 2016 ҫулпа танлаштарсан, ку чирпе 77 ҫын ытларах чирленӗ.
Пӗлтӗр республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 281 ҫынна шута илнӗ. 2015 ҫулта вара кунашкаллисен йышӗ 204 ҫын пулнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ку чир ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерет. Анчах психотроплӑ япаласене венӑна шприцпа янӑ чухне ВИЧ ертекен йышланнине те палӑртмалла. Ку кӑтарту 2011 ҫултанпа 17,1 процентран 33,9 процент таран ӳснӗ.
Роспотребнадзор 2017 ҫул тӗлне республикӑра 100 пин ҫынран 145-шӗ ВИЧпе чирлине палӑртнӑ. Ку чирпе чирлисене Канаш хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче нумай шута илнӗ.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ.
Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Чӑваш Енри пӗр предприятире тӑватӑ ураллӑ чӑх ӳстернӗ. Вӑл ҫут тӗнчене ҫапла килнӗ.
Мутант Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприятире кун ҫути курнӑ. Ӑна сӑн ӳкернӗ, ыттисене кӑтартнӑ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн ӗҫченӗсем кунашкал чӑха пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ӑна пуснӑ, анчах малтан сӑн ӳкерме шухӑшланӑ. Чӑх мӗншӗн тӑватӑ ураллӑ пулнине ЧР патшалӑх ветеринари служби ӑнлантарайман, малтан чӑха тӗпчемеллине каланӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ ураллӑ качака ҫуралнӑ. Вӑл ыттисем пекех аталанать, чупать.
НАР | 26 |
Нарӑсӑн 20-мӗшпе 25-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак хыпарсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алла Самойлова министр пуканне мӗнле награда илнӗ хыҫҫӑн пушатни ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Парижри куравра чӑвашсем мӗн кӑтартма шут тытни пирки каласа патӑмӑр;
• Чӗмпӗрти куравра пӗр паллӑ чӑваш мӗн кӑтартнине систертӗмӗр;
• Чӑваш наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна йышӑннипе йышӑнайманнине пӗлме пултартӑр;
• «Тиме́р банкри» ӗҫ мӗнле пынине паллаштартӑмӑр;
• Вӗрентекенсем те хӑрушла ӗҫ тума пултарни ҫинчен систертӗмӗр;
• Александр Егоров журналист пирӗнтен уйрӑлнишӗн хурлантӑмӑр;
• Тӑван чӗлхене халалласа сӗнтӗрпуҫсем мӗнле фестиваль ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутар ачисем чӑвашла мӗншӗн вӗреннине уҫа патӑмӑр;
• Хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула пулницӑран тухса тарни пирки каласа патӑмӑр.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль иртнӗ. Ӑна Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Уява ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников ЧР культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи тата Альбина Юрату поэтессӑсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Уяв «Тӑван ялтан — космос таран» куравран пуҫланнӑ. Унта икӗ курав ӗҫленӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутатакан картинӑсем тата «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн пайташӗ П.Васильевӑн фото-куравӗ.
Юрий Исаев ку мероприяти чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй ашшӗ-амӑшӗ панӑ чӗлхепе хаваспах калаҫнине пӗлтернӗ.
Мероприятие «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх пуҫарнипе йӗркеленӗ. Фестивальте 13 лапам ӗҫленӗ. Вӗсенче шкул ачисем хӑнасене ӗлӗкхи йӑла, культура, тӗрӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартнӑ.
Журналистсен — пысӑк ҫухату. РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, 90 ҫула кайнӑ Михаил Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Михаил Иванович МИХсенче 45 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.
Михаил Иванов Ленинградри Ленин орденӗллӗ А.А.Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче журналиста вӗреннӗ. Унтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе Валентина Андреевнӑпа паллашнӑ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ҫулталӑк ытла ҫук ӗнтӗ. Валентина Иванова 1978 ҫултанпа Чӑваш Енри ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ.
Михаил Иванов «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.
Михаил Ивановпа нарӑсӑн 22-мӗшӗнче 13-14 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать.
«Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене.
Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем.
Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ.
Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс.
НТВ телеканалпа пыракан «Чудо техники» кӑларӑмра пирӗн маттур ентеше кӑтартнӑ. Сӗнӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев пушмак хывакан хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ.
Кӑларӑм нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эфира тухнӑ. «Эрнери ӑста» рубрикӑра Вячеслав Васильев хӑй шухӑшласа кӑларнӑ хатӗр пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак ӗҫе мӗнрен пуҫланнипе паллаштарнӑ.
Вячеслав каланӑ тӑрӑх, кӳрши пушмак хывма пулӑшакан механизм шухӑшласа кӑларма ыйтнӑ. Халӗ кунашкал хатӗрпе шкулта та, культура ҫуртӗнче те усӑ кураҫҫӗ.
Вячеслав Васильев ҫырла тасатакан машина та хатӗрленӗ. Вӑл ҫулҫине, тунине уйӑрать. Ӑста мотоблока та ҫӗнетнӗ. Халӗ вӑл унпа ҫӑмӑллӑнах сухалать.
Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.
Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ.
Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ.
Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |